Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашла салам сӑмахӗсем

Ҫуралнӑ кун ячӗпе

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ ҫуралнӑ кунпа ӑшшӑн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй, иксӗлми телей сунатпӑр.

Пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗ, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗ, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑ юратнӑ аннемӗре, ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр.

Пирӗн чи ҫывӑх та хаклӑ ҫыннӑмӑра — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Хурҫӑран та ҫирӗп сывлӑх, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр. Пурнӑҫри кашни утӑму ырлӑхпа, юратупа, ҫутӑ ӗмӗтсемпе тултӑр.

ХХХХХ ялӗнче пурӑнакан юратнӑ аттене ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 95 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр. Ачусемпе, мӑнуксемпе савӑнса пурӑнма ҫирӗп сывлӑх, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 65 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатпӑр. Ырӑ сывлӑх та сӑваплӑ кунсем пурнӑҫунта ытларах пулччӑр.

Хаклӑ мӑшӑрӑма, аттене — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кунӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, пархатарлӑ кун-ҫул, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, пысӑк хавхалану сунатпӑр.

Хаклӑ та юратнӑ аттене, асаттене, мӑн асаттене — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кунпа, 85 ҫул тултарнӑ ятпа, чӗререн саламлатпӑр. Улӑпӑнни пек ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, тӑнӑҫлӑх тата телей сунатпӑр.

Паян пирӗн аннен — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — ҫуралнӑ кунӗ. Инкек-синкек ҫителӗклех астивнӗ анне. Апла пулин те кӑмӑл-сипетне упранӑ, ҫавӑнпах ӑс-хакӑлӗ паян та ҫирӗп. Анне! Аннемӗр! Сӑмахпа кӑна сан умри парӑма татма ҫук паллах. Эсӗ пире питӗ кирлӗ. Турӑ малашне те упратӑр сана!

Юбилей ячӗпе

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 50 ҫулхи юбилейпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпӑр сана — тулӑх пурнӑҫ, тулли телей те ӑнӑҫу. Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа ҫамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тӑван кил ӑшшине упраса нумай ҫул пурӑн. Ачусен тата мӑнукусен пархатарне ӗмер-ӗмер курмалла пултӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 90 ҫул тултарать. Ҫак сумлӑ юбилей ячӗпе эпир ӑна ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмер, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 50 ҫулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр. Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шакӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр. Ӗҫре тата та ытларах ҫитӗнӳ тума вӑй-хал хушӑнсах пытӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 50 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, телей, юрату сунатпӑр.

Юратнӑ та хаклӑ ҫыннӑмара — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — 70 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса таракан вӑй-хал сунатпӑр. Хастарлӑху нихӑҫан та ан иксӗлтӗр, ӗмер сукмакӗ такӑр та вӑрӑм пултӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 70 ҫулхи юбилей ячӗпе саламлатпӑр. Эпир сана ҫирӗп сывлӑх, телей, иксӗлми вӑй-хал, тулӑх пурнӑҫ сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 70 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе нихӑҫан та хавшами ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, иксӗлми телей, пархатарлӑ кун-ҫул, вӑрӑм ӗмер сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр. Юбилей ячӗпе юман пек ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, иксӗлми телей, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ юбилей ячӗпе саламласа чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, ҫутӑ та вӑрӑм кун-ҫул, телей, юрату, кулленхи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунатпӑр. Ачусемпе, мӑнуксемпе пӗрле тата нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ уйӑхӑн ХХ-мӗшӗнче 60 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе ҫирӗп сывлӑх, чун лӑпкӑлӑхӗпе канӑҫлӑх сунатпӑр. Ӗмӗрӳ вӑрӑм пултӑр, ачу-пӑчу хисеплетӗр, ял-йыш сума сутӑр.

Юратнӑран та юратнӑ ҫыннӑмӑра — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — 75 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр, нумай-нумай ҫул пурӑнма таса сывлӑх, тулли телей сунатпӑр. Ӗмӗр сукмакӗ сан яланах таса та ҫутӑ пултӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 70 ҫулхи юбилейпе чӗререн саламлатпӑр, юман пек ҫирӗп сывлӑхлӑ, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма иксӗлми телей, тулӑх пурнӑҫ, ӑнӑҫу сунатпӑр. Эпир санпа мухтанатпӑр, эсӗ пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑ.

Хисеплӗ та юратнӑ ҫыннӑмӑр — ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ — 80 ҫулхи юбилейне уявлать. Ӑна эпир чӗререн саламлатпӑр. Ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, малашне те тӑван кил ӑшшине упрама, ачасен ырлӑхне курма сунатпӑр.

ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ 80 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Таса та ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та ырӑ кун-ҫул, ҫывӑх ҫыннусемпе тӑванусен хисепӗпе тимлӗхне сунатпӑр.

Хаклӑ тӑванӑмӑра, ХХХХХХХХХХ ХХХХХ ХХХХХХХХХХ, юбилейпе чунтан саламлатпӑр! Сума суса пархатарлӑ кун-ҫул сунатпӑр. Пурнӑҫӑн тумхахӗсене ҫӗнтерсе утӑмлама ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапакан вӑй-хал, икселми телей, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.


 
Категорисем: Салам сӑмахӗсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-10-06 22:39:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 142719 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем